Шырав: Сăн çапать
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Сăн çапать 1. становится на вид каким; 2. окр ашивается в цвет какой.
1. Салху сăн çапнă Зоя Савельевна ман пата тухса вĕри чей тултарса пачĕ. А. Талвир. Вăтăртан çеç иртнĕ пулсан та, ватă сăн çапрĕ. М. Данилов-Чалтун. Вавил, Сарпие эп паçăр куртăм. Йăлт урмăшса кайнă, вилнĕ çын сăнĕ çапнă хăйне. Н. Терентьев. 2. Мăклă шур лачаки патне çитнĕ чух мал енчи тӳпене хĕрлĕ сăн çапрĕ. М. Кипек. Апрель хĕвелĕ паçăрах тăвайкки хыçне анса ларнă. Çанталăка тĕттĕм сăнĕ çапнă. С. Элкер.
Çавăн пекех пăхăр:
сăмсасăр сăмсах Сăмсахкасси сăмувар « Сăн çапать » сăн кĕр сăн пăхмалли сăн сăпатлă сăн ӳкер сăн ӳкермелли аппарат 2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.
2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.
2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.
2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.
2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.
2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.
2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.
2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.
Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.